Лазарева Александра Назаровна (Агакова) — прозаик. 1917 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районĕн Тури Тăмлай ялĕнче çуралнă. 1978 çулхи чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ.
1960 çултанпа СССР ÇП членĕ. «1941-1945 çулсенчи Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале, Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн (1967), КПСС обкомĕн, Чăваш АССРĕн Министрсен канашĕн хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
Анат Кĕнер колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче, Балашоври авиаци техникумĕнче вĕреннĕ. Анчах сывлăх çитейменнипе пилот ĕçне хăварма тивнĕ. "Ленин çулĕпе" журналăн литература сотрудникĕнче вăй хунă. Вăрçă çулĕсенче Чăваш радиокомитечĕн литература передачисен редакторĕ пулнă.
«Пурнăçланнă ĕмĕт» калавĕ «Сунталта» 1938 çулта пичетленнĕ. Ун хыççăн 15 кĕнеке тухнă:
«Савăнăç» (1955);
«Чипер Анна» (1956);
«Çутă пĕве»;
«Ырă ĕмĕт» (1960);
«Пирĕн таврара» (1963)
«Хĕр чĕри» (1971);
«Телейлисем» (1977);
«Савăнтар çынсене» (повесть, 1978);
«Санăн çитмĕл çичĕ тус»;
тата ыттисем.
Унăн кĕнекисем марилле, мăкшăлла, удмуртла, вырăсла тухнă.
Хăй чăвашла М. Карим, В. Осеева, В. Розов ĕçĕсене куçарнă.