"Эсĕ тăван чĕлхене пĕлетĕн-и?» тавçăруллисен конкурсĕ

     Ярапайкассинчи вăтам шкулта паян 8-мĕш класри Сорокина Иннăпа Силова Татьяна тата 9-мĕш класра вĕренекен Емельянова Наташа тата Андреева Ксения "Эсĕ тăван чĕлхене пĕлетĕн-и?» тавçăруллисен конкурсĕнче ăмăртрĕç. Конкурс 3 турпа иртрĕ. Ачасем вырăсла куçарнă сăвăсен чăвашла варианчĕсене шырарĕç, Çеçпĕл Мишши, К.В. Иванов тата И.Я. Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç, литература терминĕсене (силлабика, рефрен) ăнлантарчĕç, ваттисен сăмахĕсене вĕçлерĕç, чăвашсен паллă ывăлĕ-хĕрĕн портречĕсем тăрăх вĕсен ячĕсене палăртрĕç. 8-мĕшсем 140 балл пухса 1-мĕш вырăна тухрĕç. Саламлатпăр вĕсене! Чăвашлăх туйăмĕ сирте нихăçан та ан иксĕлтĕр!