Паян Ярапайкассинчи вăтам шкулăн вĕренекенĕсем И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165, Н.В. Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат тата Чăваш наци радиовĕ ирттернĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2013» акцие хутшăнчĕç. Çак акци 2013 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Задачисем: чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси. Диктант текстне чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ. Пирĕн шкул ачисем диктанта хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл турĕç, диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче 105 Fm хумĕ çинче итлесе ятарлă бланксем çине çырчĕç. Унтан алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче chuv-total-dict@mail.ru адреспа ярса пачĕç. Эпир пĕтĕм тĕнчипе иртнĕ акцие хутшăнакансем пултăмăр.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Ярабайкасинская средняя общеобразовательная школа" Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих