Паян 5-7 класра вĕренекенсем "Юмах тĕнчинче" юмах каçĕ йĕркелерĕç. Шкул ачисем патĕнче хăнара Чике старик, Пукане, Ухмах Иван, Иван паттăр пулчĕç. Вĕсем тĕрлĕ енĕпе палăрса тăраççĕ: хăшĕ ăсĕпе, хăшĕ тирпейлĕхĕпе, хăшĕ тавçăрулăхĕпе. Тĕслĕхрен, Чике старик - юмахсенче чи ватă çын. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче нумай курнă, тÿснĕ. Ырри те, усалли те пулнă унăн пурнăç çулĕ çинче. "Усала усалпа, ырра ырăпа тавăр",-акă мĕнле тĕллевпе пурăнать Чике старик юмахсенче.
Юмахри паттăрсем курма килнисемпе тĕрлĕрен ăмăртусем ирттерчĕç. Чăваш чĕлхипе янăракан сăвă-юрăсем, юмах-халапсем, ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем илемлĕ, ăслă, тавçăруллă пулма вĕрентеççĕ.