Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.
Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче
Янăрать сăпайлăн, уççăн, чăвашла.
Паян - Чăваш чĕлхи кунĕнче - Ярапайкассинчи вăтам шкулăн 1-4 классенче вĕренекенĕсем сăвă вулакансен конкурсне хутшăнчĕç. Сăвă калама кăмăл тунисем вун саккăрăн пулчĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах:
1 вырăн - Лоцманова В. (4 класс) "Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать..." сăвă;
1 вырăн - Жукова А. (4 класс) "Чăваш чĕлхи";
2 вырăн - Степанова Д. (2 класс) "Эп Чăваш çĕрĕнче пурăнатăп";
2 вырăн - Григорьева А. (2 класс) "Эпир - чăваш ачисем";
3 вырăн - Алексеева А. (3 класс) "Эп - чăваш";
3 вырăн - Иванова М. (3 класс) "Эпир çуралнă вырăнсем".
- Мĕн тери пуян та илемлĕ тăван чĕлхемĕр! Хамăр чĕлхери сăмахсемпе, сăвăсемпе темле шухăша та хĕрÿллĕн каласа пама, темле илемлĕ сăнсем ÿкерме те пулать, - тесе палăртнă Чăваш халăх поэчĕ А. Алка.
Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.
Пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче
Калаçса çÿретĕп эпĕ - чăвашла.