Чăваш апат-çимĕçĕн кунĕ

     Ярапайкассинчи вăтам шкулти 7-9 класра вĕренекенсем паян чăваш апат-çимĕçĕн кунне йĕркелерĕç. 7 класрисем чустаран тунă çимĕçпе сăйларĕç: кăвас икерчи, хăпартлу икерчи, çĕр улми икерчи, тăпăрчă икерчи. Хăйсем пĕçерсе килнĕ çимĕçе мĕнрен, епле тунине каласа пачĕç, мĕнле уявсенче пĕçернине те асăнчĕç. 8 класс ачисем тĕрлĕ кукăль-çăмах хатĕрленĕ: çĕр улми кукли, купăста кукли, пан улми кукли. 9 класри ачасем вара сĕт юр-варĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕç, хăйма, турăх, тăпăрчă, чăкăт, çăмарта хăпартни, çу чăвашсем епле хатĕрленине пĕлтерчĕç. Унтан ачасем апат-çимĕçпе пĕр-пĕрне хăналарĕç, чăваш халăхĕн апатне ас тивсе пăхрĕç.