Ярапайкассинчи вăтам шкулăн 5-6 класра вĕренекенĕсем паян фонетика ăмăртăвне хутшăнчĕç, тĕрлĕрен ĕçсем турĕç: ыйтусем çине хуравларĕç (тĕслĕхрен, ялан янракан хупă сасăсене калăр), шарада тупсăмĕсене шырарĕç (тăман-тăмана, сурăх-турăх), сăмахсенче ударенисем лартрĕç, чăваш алфавитне тăвакансене каларĕç, сăмахсенче сас паллисен тата сасăсен шучĕсене палăртрĕç. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, чи маттуррисем 6 класс ачисем пулчĕç.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Ярабайкасинская средняя общеобразовательная школа" Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих