Куçма Пайраш çыравçă врач çуралнăранпа 110 çул çитрĕ

Мухтавлă ентешĕмĕр, паллă çыравçă врач Куçма Пайраш (Садиков) çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Вускасси ялĕнче çуралнă Куçма Пайраш нумай енлĕ пултарулăхĕпе палăрса тăрать. Вăл проза ăсти те, драматург та,  куçаруçă та, журналист та, рецензент та, вăрçă паттăрĕ те, врач та. «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Кузьма Ильич Садиков «Çул çинче», «Лида йăнăшĕ», «Калавсем», «Лайăх эмел», «Телейсер кунсем» тата ытти кĕнекесен авторĕ.

Ярапайкассинчи вăтам шкулта Куçма Пайраш юбилейне ачасем тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе паллă турĕç. 6 класс ачисем паллă çыравçă пултарулăхне презентаци тата видеролик пăхса тишкерчĕç. 7 тата 11 класс ачисемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Емельянова Г.Г. çыравçă кун-çулĕ тăрăх калаçу ирттерчĕ. 8 класс ачисем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Димитриева А.Г. ертсе пынипе уçă урокра К.Пайрашăн "Çумăрччĕ пĕрре!" калавне тишкерчĕç. Килти вулав урокĕнче çĕнĕ вĕренÿ технологисене тĕпе хунă. 5 тата 9 класс ачисем класс тулашĕнчи ĕçре паллă ентешĕмĕрĕн ĕçе-хĕлĕпе туллин паллашрĕç.