Кӑрлачӑн 22-мĕшĕнче чăваш поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнӑранпа 110 çул çитрĕ. Петĕр Хусанкай (Хусанкай Пётр Петрович) - чăваш сăвăçи, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач. Вăл 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Тутарстанри Элкей районĕнчи Сиктĕрме (халĕ Хусанкай) ялĕнче çуралнă. 1950 çулта Чăваш АССР халăх сăвăçи ятне тивĕçнĕ. 1967 çулта К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш АССР патшалăх премийĕн, 1969 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен Чăваш Ен Комсомол премийĕн лауреачĕ пулнă. Петĕр Хусанкай пĕтĕмпе 50 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен 15-ĕшĕ вырăсла тухнă. Чи паллисен шутне «Аптраман тавраш» сăвăлла роман кĕрет. Унăн сăввисемпе поэмисене вырăсла, украинла, пăлхарла, акăлчанла, французла, нимĕçле, италилле, чехла, арабла, грузилле, тутарла тата ытти чĕлхесене куçарнă. 1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Чăваш çыравçисен сумлă çулĕсемпе çыхăннă уявсем Ярапайкассинчи вăтам шкулта йăлана кĕчĕç. Юбилея халалласа пирĕн шкулта «Петĕр Хусанкай - Чăваш халăх поэчĕ» ятпа курав уçăлчĕ. Поэта хисеп тунине палӑртнӑ куравра тĕрлĕ кĕнекесем вырнаçтарнӑ. «Тӑван çĕр-шыв», «Таня» поэмăсен, «Аптраман тавраш» сӑвӑлла романăн тата нумай хайлавсен авторĕн пурнăçĕпе пултарулăхне ачасем презентаципе пăхса тухрĕç. Димитриева А.Г. вĕрентекен Петĕр Хусанкайăн хайлавĕсен тематикипе тĕплĕн паллаштарчĕ.