Ярапайкассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне халалланă тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Анне тата Атте çулталăкне халалласа 5-9 класс ачисем «Атте-аннерен хакли çук» сочиненисен конкурсне хутшăнчĕç. Димитриева А.Г. вĕрентекен ертсе пынипе 8 класс ачисем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2017» акцие тата «Иван Яковлев калавĕсем» уçă урока активлă хутшăнчĕç, И.Яковлев калавĕсене çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсене тĕпе хурса тишкерчĕç. «Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать» вăйă-ăмăртура тата «Туслăх диктанчĕ» интеллектуаллă ăмăртура 6 класс ачисем пултаруллă пулни курăнчĕ. 9 класс ачисем «Чăваш Прометейĕ» калаçăва ăнăçлă йĕркелерĕç. Емельянова Г.Г. вĕрентекенпе пĕрле 5, 11 класс ачисем И.Я.Яковлевăн «Чăваш халăхне панă халалне» итлерĕç, халалăн тĕп шухăшне палăртрĕç. 7 класс ачисем «Чăваш Улăпĕ» викторинăна хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тарăнлатрĕç. «Мухтанатăп хам чăваш пулнишĕн» шкулта иртнĕ конкурса 6-8 класс ачисем тăрăшса хатĕрленнĕ. Конкурсра ачасем хăйсемпе паллаштарчĕç, И.Я.Яковлев пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç, ташă-сăвăра хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, «асанне арчинчи» чăваш тумĕсем пирки каласа пачĕç, ваттисен сăмахĕсене шĕкĕлчерĕç. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацисенче жюри палăртрĕ. «Ăс пике» Анастасия Алексеева, «Çепĕç пике» Анна Яковлева, «Сăпайлă пике» Диана Степанова, «Пултаруллă пике» Виктория Лоцманова пулса тăчĕç. «Мухтанатăп хам чăваш пулнишĕн» конкурсра Мария Иванова çĕнтерчĕ.
Хам чыса эп куç пекех сыхлатăп.
Юнăмра мăнкăмăллăх пур ман.
Хам чăваш пулнишĕн мухтанатăп.
Эс те, тусăм, ху камне ан ман.