"Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă чăваш ывăлĕ", Федор Павлович Павлов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă уяв

      Чăваш халăх культуринче паллă йĕр хăварнă паллă çыравçă, ăста композитор Федор Павлович Павлов çуралнăранпа авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче 125 çул çитрĕ. Çак юбилея халалласа Ярапайкассинчи вăтам шкулта «Федор Павлов – тĕрлĕ енлĕ пултаруллă чăваш ывăлĕ» ятпа уяв каçĕ иртрĕ. Чăваш кĕпи тăхăннă 5 класс ачисем Ф. Павлов юррисемпе вăййа тухрĕç, юрă шăрантарчĕç (ертÿçи – Емельянова Г.Г.). Ташă ушкăнне çÿрекенсем (ертÿçи – Лоцманова М.А.) чăваш ташшипе савăнтарчĕç. Федор Павлович Павловăн чăвашла тата вырăсла сăввисене 6 тата 9 класс ачисем илемлĕ вуларĕç (ертÿçи – Димитриева А.Г.). Уява пухăннисем «Пирĕн урам анаталла», «Вĕлле хурчĕ – ылтăн хурт» юрăсене итлесе киленчĕç, «Ялта» драма  сыпăкне курчĕç, «Çĕнĕ сăмахсем туп» вăййа хутшăнчĕç. «Шăхлич» тата «Сăрнай» сăмахсенчен çĕнĕ сăмахсем туса пĕрремĕш ушкăн çĕнтерчĕ. Уява ертсе пыракансем – Мария Иванова тата Анастасия Алексеева - Ф.П.Павлов пурнăçĕпе пултарулăхне презентаципе усă курса туллин тишкерчĕç. Уява пĕтĕмлетсе Федор Павлов тĕрлĕ енлĕ талант пулнине палăртрĕç. Вăл - поэт, юрăç, драматург, композитор, прозаик, публицист, юрист, педагог, дирижер.