Иван Яковлевич Яковлевăн 170 çулхи юбилейне халалласа Ярапайкассинчи вăтам шкул ачисем пысăк уяв ирттерчĕç. Чăваш чĕлхи уявĕнче кашни класс хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те чаплă концерт курса савăнчĕ. Эмилия Потянова, Екатерина Михайлова тата Анна Сухова чăвашла сăвă ăста калакансем пулчĕç. 6-мĕш класри Анастасия Белова, Александр Плюхин, Татьяна Сурикова С.Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» юптарăвне ĕнентерÿллĕ лартса пачĕç. И.Я.Яковлевăн кĕске калавĕсемпе 1-мĕш тата 2-мĕш класс ачисем паллаштарчĕç. 7-мĕш класс ачисем лартса панă «Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче» инсценировка куракансене чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсен – И.Я.Яковлевăн тата К.В.Ивановăн – ĕçĕ-хĕлĕ пирки шухăшлаттарчĕ. Вăйă картине пуçтарăннă 3-мĕш класс ачисем хăйсен маттурлăхĕпе тата хастарлăхĕпе пурне те тыткăнларĕç. «Ярапа» фольклор ушкăнне çÿрекенсем (ертÿçи - В.Романов) халăх юрри-ташшипе савăнтарчĕç. 4-мĕш тата 8-мĕш класс ачисем анне чĕлхи вăл - тăван чĕлхе пулнине асра тытса тарăн шухăшлă сăвă-юрăпа халăх умне тухрĕç. 5-мĕшпе 9-мĕш класс ачисен тата ташă ушкăнĕн чăваш ташшисем (ертÿçи - М.Лоцманова) уява илем кÿчĕç. Чăваш чĕлхи уявне Ангелина Жуковăпа Петр Соколов пултаруллă ертсе пычĕç. Наталья Платонова ÿкернĕ И.Я.Яковлевăн портречĕ уяв сценине чăннипех илемлетрĕ. Чăваш халăхĕн çутлăхçин И.Я.Яковлевăн çутă сăнĕ, мухтавлă ячĕ, ырă ĕçĕсем çамрăк ăру асĕнче пулнине шкулти уяв çирĕплетсе пачĕ. Ярапайкассинчи вăтам шкулти пуçламăш класс тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем Чăваш чĕлхи уявне ăнăçлă йĕркелени курăнчĕ. «Ялан-ялан янратăр анне чĕлхи, тăван сăмахăмăр», - тесе палăртрĕç пухăннисем. Çапла пултăрччĕ, тăвансем, чăвашсем! И.Я.Яковлевăн «Чăваш халăхне панă халалĕ» чăвашсен пурнăçне çутатса пытăр!
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Ярабайкасинская средняя общеобразовательная школа" Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих