Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тăваççĕ. Çак куна халалласа Ярапайкассинчи вăтам шкул ачисем Альбина Юрату поэтессăпа тата Васиф Абдуллаев азербайджан куçаруçипе тĕл пулу ирттерчĕç. Альбина Васильевна ачасене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, тăван çĕршыв çинчен çырнă сăввисене вуласа пачĕ. Поэтесса тăван чĕлхе атте-анне чĕлхи пулнине, ăна манма юраманнине палăртрĕ.
Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Чăвашсен вăл – ĕмĕрсем хушши упранса юлнă çепĕç чĕлхемĕр - чăваш чĕлхи, чĕкеç чĕлхиллĕ сăмахăмăр. Чăвашсем тĕрĕк чĕлхиллĕ халăх шутланаççĕ. Тĕл пулăва чăвашсемпе хурăнташлă азербайджан халăхĕн куçаруçи килнĕ май, хăнасем тĕрĕк чĕлхисем пирки каласа пачĕç, тĕрĕк тĕнчи мăнаçлă пулнине çирĕплетрĕç. Васиф Абдуллаевич кашни халăх хăйĕн историне пĕлмеллине каласа хăварчĕ, тăван чĕлхене сутма юраманнине асăрхаттарчĕ, азербайджанла сăвă вуларĕ.
Шкул ачисем хăнасене Альбина Юрату сăввисене каласа пачĕç, уява чăваш ташшисемпе илемлетрĕç. Тĕл пулу ачасем валли çырнă чăвашла кĕнекесене тишкернипе, асăнмалăх сăн ÿкерĕннипе вĕçленчĕ.