"Театр - асамлă тĕнче" конкурс

Раççейри театр çулталăкне халалласа Ярапайкассинчи вăтам шкулта «Театр – асамлă тĕнче» конкурс иртрĕ. Конкурса шкул ачисем тĕплĕн хатĕрленнĕ. 9-10 класс ачисем Сурхури уявĕ питĕ ăста кăтартрĕç, Гран-при çĕнсе илчĕç. Мăнкун уявĕ лартса панă 3 класс ачисем тата икĕ халăхăн Сурхури-Рождество йăли-йĕркисене сăнланă 6 классем I вырăн йышăнчĕç. «Теремок» вырăсла инсценировка лартакансем 1-2 класс ачисем пулчĕç, «Йăва» юмаха тата «Хăравçă мулкач» юптарăва 4-5 классем пуканесемпе выляса кăтартрĕç. 7-8 класс ачисем вырăс çыравçисен хайлавĕсем тăрăх инсценировкăсем лартрĕç. М. Паргеева, Е. Михайлова, У. Жукова, А. Сухова вара «Чи маттурри» номинацире çĕнтерме пултарчĕç.