Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Тăван чĕлхе вăл - пысăк пуянлăх. Вăл ĕмĕрсем хушши тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе аталанса пынă. Тăван чĕлхе пулăшнипе кашни çын мĕн ачаран хăй таврашĕнчи тĕнчене ăнкарса пырать, пурнăç пулăмĕсене ăнланма, ăс-хакăлне ÿстерме вĕренет.
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ. Çак куна халалласа Ярапайкассинчи вăтам шкулта тăван чĕлхе эрни иртрĕ. Пуçламăш классенчи ачасем "Мĕн вăл тăван чĕлхе?" калаçу ирттерчĕç. 7-8 класс ачисем "Тăван чĕлхене мĕншĕн вĕренмелле?" çавра сĕтеле хутшăнчĕç. Аслă классенче вĕренекенсем "Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук" эссесен конкурсĕнче палăрчĕç. Шкул ачисем Альбина Юрату чăваш поэтессипе тата Васиф Абдуллаев азербайджан куçаруçипе тĕл пулу ирттерчĕç.
- Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл - тăван чĕлхе. Унта Тăван çĕршыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн Тăван çĕршывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене, - тенĕ чăваш халăх академикĕ Геннадий Никандрович Волков.