«Халăхсене вĕсен литературипе виçеççĕ», - тенĕ Виктор Гюго. Чăваш халăхĕ те хăйĕн пултаруллă çыравçисемпе мухтанма пултарать. Чăваш çыравçисенчен нумайăшĕ паллă хайлавсемшĕн «Чăваш халăх писателĕ», «Чăваш халăх поэчĕ» сумлă ятсене тивĕçнĕ. Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишшин классикăллă хайлавĕсене чылай çĕр-шывра вулаççĕ. Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Леонид Агаков, Александр Алка, Çемен Элкер, Юрий Скворцов, Александр Артемьев, Куçма Турхан, Хветĕр Уяр, Алексей Талвир, Николай Шелепи, Стихван Шавли, Александр Кăлкан, Мĕтри Кипек, Николай Терентьев хайлавĕсем чăваш литературин ылтăн фондне кĕрсе юлнă. Паянхи кун пурăнакан çыравçăсен те ĕçĕсем чаплă, утăмĕсем сулмаклă.
Чăваш чĕлхи кунне халалласа Ярапайкассинчи вăтам шкул ачисем Юхма Мишши çыравçăпа тĕл пулу ирттерчĕç. Тĕл пулăва Муркаш район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З.Ю. Дипломатова хутшăнчĕ.
Михаил Николаевич Ильин (Юхма Мишши) ачасене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, истори хайлавĕсене çырас уйрăмлăхсене каласа пачĕ. Вăл - 200 ытла кĕнеке авторĕ, хисеплĕ академик, прозаик, поэт, драматург, публицист, куçаруçă, сумлă премисене тивĕçнĕ тĕрлĕ республикăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕн кавалерĕ, "Сăваплă Раççейĕн Геройĕ" ята тивĕçнĕ чăваш çыравçи. Юхма Мишши Ермак паттăр çинчен пĕлтерни пухăннисене кăсăклантарчĕ. Зоя Юрьевна ачасене тăван чĕлхене сыхласа хăвармаллине, чăвашла калаçмаллине, çирĕп патриот пулмаллине палăртса хăварчĕ. Шкул ачисем хăнасене Юхма Мишши сăввисене вуласа пачĕç, уява чăваш ташши-юррипе илемлетрĕç. Çыравçă шкул библиотекине кĕнекесем парнелерĕ. Тĕл пулу Юхма Мишши çырнă кĕнекесене тишкернипе, асăнмалăх сăн ÿкерĕннипе вĕçленчĕ.