Йăлана кĕнĕ тăрăх, ака уйăхĕнче чăваш тĕнчи Чăваш чĕлхи кунне паллă тăвать. Чăваш çутлăхçи И.Я. Яковлев çуралнă кунне халалласа Ярапайкассинчи вăтам шкул ачисем тĕрлĕ ĕçсем турĕç. Чăваш чĕлхи эрни Юхма Мишши чăваш çыравçипе тĕл пулу ирттернипе пуçланчĕ. 5-мĕш тата 6-мĕш класс ачисем «Çурхи вăйă» тата «Мăн кун уявĕ» йăла-йĕрке хатĕрлерĕç. 7-мĕш классем «Халăх ăс-тăнĕ» вăйă-ăмăртăва хутшăнчĕç, «История великого народа» документаллă фильм тăрăх «Чăвашсем – мăнаçлă халăх» эссе çырчĕç. 8-мĕш класс ачисем «Эп – чăваш ачи» ăс-тăн вăййинче палăрчĕç. 9-мĕшсем «Чăваш халăх ăстисем» викторинăра тупăшрĕç. 10-мĕш класс ачисем тăван районăмăр 75 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ «Муркаш енĕм» викторинăра хастар пулчĕç. Шкул ачисем тата вĕрентекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцире Тани Юн чăвашсен пĕрремĕш киноактриси çинчен диктант çырчĕç. Чăваш чĕлхи эрнине Димитриева А.Г. тата Емельянова Г.Г. вĕрентекенсем йĕркелерĕç.
Чăвашăмсем! Сире телей сунатăп,
Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.
Мансан – чĕлхесĕр янавар пулатпăр.
Чĕлхе пулсан –пĕтместпĕр ĕмĕрте!..
Раиса Сарпи, чăваш поэтесси