"Анне - чи çутă ят" - Аннесен кунĕ

      Анне - чи хаклă та юратнă çын. Унăн ăшши, юратăвĕ, ырă кăмăлĕ пур ачи валли те çитет. Сывлăхне шеллемесĕр, пуç усмасăр мĕн ватăличченех  вăл ачисемшĕн тăрăшать. Ачисен пархатарĕ, хисепĕ, юратăвĕ вара аннесемшĕн çав тери паха.

      Йăлана кĕнĕ тăрăх, ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Аннесен кунне паллă тăватпăр. Ярапайкассинчи вăтам шкул ачисем çак ятпа уяв концерчĕ лартрĕç. Кашни класс пухăннисене юрă-ташăпа, сăвă-кулăшпа савăнтарчĕ. Уява килнĕ амăшĕсене, кукамăшĕсемпе асламăшĕсене вĕсем алăпа ăсталанă парнесем пачĕç. Пухăннисене Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.В.Жуков тата шкул директорĕ А.А.Скворцова саламларĕç.

   Фотосем