Кăвар чĕреллĕ сăвăçăмăрăн Çеçпĕл Мишшин сумлă юбилейĕ

       Чăваш литературин классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа кăçал 120 çул  çитрĕ. Ярапайкассинчи вăтам шкул ачисем сумлă поэтăмăрăн юбилейне халалланă литература каçĕ ирттерчĕç. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем Димитриева А.Г. тата Емельянова Г.Г. чи малтан Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне кĕскен аса илчĕç, XXI ĕмĕрте те ун çулăмлă сăмахĕсем, тăван чĕлхе пуласлăхĕпе çыхăннă сăввисем пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерчĕç. 7 класс ачисем Çеçпĕл Мишшин чи паллă сăввисене пăхмасăр вуларĕç. Мария Иванова  Анастасия Червякова патне çырнă поэтăн çырăвĕпе паллаштарчĕ. Александр Плюхин Çеçпĕл Мишши  кун-çулĕн чи паллă саманчĕсене каласа пачĕ. Унсăр пуçне ачасем поэтăмăрăн пурнăçне çутатакан видеороликсем курчĕç.

      Çулсем иртсен те Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе литературăри ĕçĕ-хĕлĕ литература тĕпчевçисене те, критиксене те, халăха та шухăшлаттарать. Ун ячĕ сулмаклăн янăрать. Тĕрлĕ учрежденисемпе организацисем поэт ячĕпе хисепленсе тăраççĕ, ун палăкĕсем тĕрлĕ хуласемпе ялсене илем кÿреççĕ. Çав шутра поэт ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă Остер хулинче паянхи кун та палăксем те, ун ячĕпе хисепленекен шкул та, музей та пур.

Сăнсем...