Чăваш чĕлхи эрни-2020

      Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çул чăваш халăхĕн çутлăхçи И.Я. Яковлев çуралнă кун - ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Кăçалхи Чăваш чĕлхи эрнине пур шкул пекех эпир те, Ярапайкассинчи вăтам шкул,  инçет мелпе ирттертĕмĕр. "Эпĕ чăвашла калаçатăп" акцие 15 ача, "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2020" акцие 17 ача тата вĕрентекен хутшăнчĕ. Кĕçĕн классенчи ачасем "Эпĕ чăвашла калаçатăп" акцире активлăх кăтартрĕç. 5 класс ачисем "Эп-чăваш" вăйă-ăмăрту ирттерчĕç.  Чи маттуррисем Герасимова Д. тата Петрова А. пулчĕç. 6 класс "Çăлтăрлă сехет" вăйăра палăрчĕ. 7 класс ачисем "Чăваш Улăпĕ" викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç. 8 класс "Çăлтăрчăк" ăс-тăн вăййинче тупăшрĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне Белова А. тивĕçрĕ. 9 класс ачисем "Тăван чĕлхе - асаттесен чĕлхи" ăслав сочиненийĕсен конкурсне хутшăнчĕç, чылайăшĕ хăй пултарулăхĕпе палăрчĕ. "Чи ăнăçлă сочинени" номинаци çĕнтерÿçисем вара Степанова Д., Яковлева А. тата Гурьев А. пулса тăчĕç. 10 класс "Чĕмпĕр çути" КВНра ăмăртрĕ. 11 класс ачисем диктант "5" паллăлăх   çырма пултарчĕç. Чăваш чĕлхи эрнине Димитриева А.Г. тата Емельянова Г.Г. вĕрентекенсем ВКонтакте хутшăну тетелĕ, Viberти тата WhatsAppри ушкăнсем урлă йĕркелесе пычĕç.