Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ

        Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Тăван чĕлхе халăхăн аваллăхне уçăмлатать, паянхи сăн-сăпатне кăтартать, пуласлăха çул хывтарать. Кашни халăх хăйĕн тăван чĕлхине сыхласа хăварма тăрăшать. Тăван чĕлхе - атте-анне чĕлхи. Тăван чĕлхене манни атте-аннене манни пулать. Чĕлхе пĕтсен халăх пĕтет, халăх пĕтсен чĕлхе пĕтет.

         Нарăсăн 21-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ. Çак ятпа Ярапайкассинчи вăтам шкул ачисем тĕрлĕ ĕçсем турĕç: "Тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи" ăс-тăн вăййи ирттерчĕç, "Сар ачапа сарă хĕр" тытăçура палăрчĕç, "Пирĕн вăйă" ăмăртура хутшăнчĕç, тăван чĕлхе çинчен калаçрĕç.

Эй, чĕлхем, анне панă чĕлхем,
Янăра эсĕ çут тĕнчере.
Ыттине çĕр чĕлхе эп пĕлем,
Эсĕ манăн — пĕрре çеç, пĕрре!