#Чãваш_халãx_поэчē_Петēр_Хусанкай_115_çул
#Хусанкай_вулавēсем_2022
#Ярапайкасси_вãтам_шкулē
Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Çак ятпа Ярапайкассинчи вăтам шкулта Поэзи каçĕ иртрĕ. Шкул ачисем чи малтан Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашрĕç, викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç, сăвă вулакансен конкурсĕнче ăмăртрĕç. Чи пултарулли 9 класри Ульяна Жукова пулчĕ, çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Екатерина Михайловăпа (6 кл.) Анастасия Николаева (7 кл.) та хăйсен ăсталăхне кăтартма пултарчĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Конкурсра хастарлăх кăтартакансем Анастасия Петрова (5 кл.), Артемий Горшков (6 кл.), Арина Петрова (7 кл.), Самира Краснова (7 кл.) тата Елизавета Трофимова (9 кл.)пулчĕç. Уява ташă ушкăнне çÿрекен хĕрсем чăваш ташшипе илемлетрĕç. Поэзи каçне чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем Димитриева А.Г. тата Емельянова Г.Г. хатĕрлесе ертсе пычĕç.