«Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 7-мĕш фестивале хастар хутшăнтăмăр

«Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 7-мĕш фестивале хастар хутшăнтăмăр

Ярапайкассинчи вăтам шкул вĕрентекенĕсем тата вĕренекенĕсем ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕнче иртнĕ «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 7-мĕш фестивале хастар хутшăнчĕç. Кăçалхи фестивале чăвашсене çутта кăларакан тата педагог Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă.

«Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртура чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнса чăвашла уроксем кăтартаççĕ. Пирĕн шкулти математика тата информатика предмечĕсене вĕрентекен А.Ю.Албутова тата О.О.Сапожникова интеграци урокĕ ирттерсе 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç.
«Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ăмăртура кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине сцена çинче лартса параççĕ. Çак ăмăртура Александрова М.А. ертсе пыракан 3 класс ачисем хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç, 3-мĕш вырăна тухрĕç.
«Сар каччăпа сарă хĕр» ăмăртура 7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче палăртаççĕ. Ку ăмăртура Димитриева А.Г. ертсе пыракан 7 класри Александров Егорпа Михайлова Екатерина чи маттур ачасем хушшинче хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç, 2-мĕш вырăна тивĕçрĕç.
«И.Я.Яковлев çулĕпе эпир те утатпăр» çавра сĕтелте чăвашлăхшăн тăрăшакан вĕрентекенсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Емельянова Г.Г. шкулта ачасемпе тĕрлĕ йăла-йĕркесем ирттерни, хăй ĕçне тухăçлă йĕркелени çинчен каласа пачĕ.
Шкул чысне республика шайĕнчи фестивальте ăнăçлă хÿтĕленĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсене ăшшăн саламлатпăр, шкул ĕçне йĕркелеме пулăшакан хастар ашшĕ-амăшĕсене чунтан тав тăватпăр.


#МБОУЯрабайкасинскаяСОШ
#МинобразованияЧувашии
#ЗахаровМинобразования21