Чи малтан клас ертӳḉи Александрова М.А. ачасене
Иван Яковлевич кун - çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Пӗрремӗш букварь ҫинчен каласа
пачĕ. Вăл ачасемшӗн питех те интереслӗ пулчӗ. Ачасем тимлĕн, интересленсе итлесе ларчĕç.
Вӑл ҫырнӑ калавӗсемпе паллашрӗҫ:
- «Уḉăлма тухнă шăши ḉури»
-«Лаша шырани»
-«Сармантей» .
И.Я.Яковлев калавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировкӑсем лартрĕḉ.
Тата та тепленрех вара И. Я. Яковлевпа чăваш чĕлхине вĕрентекен А.Г. Димитриева
паллаштарчĕ.
И. Я .Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ, тӑван халӑхшӑн калама ҫук нумай ӗҫ
туса хӑварнӑ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем – ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелени,
шкулсем уҫса вӗсенче чӑваш ачисене вӗрентни, чӑваш учителӗсем хатӗрлени. Чӑваш
халӑхне панӑ халалӗпе паллашрӗҫ.
Ачасене тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарас, халăх традицийĕсене упрама,
чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, вĕсен пĕлĕвне ÿстерме пулăшас тĕллевпе калаçу
иртрӗ.
#МБОУЯрабайкасинскаяСОШ
#МинобразованияЧувашии
#ЗахаровМинобразования21
#чăвашчĕлхи
#эпĕчăвашлакалаçатăп
#Яковлев175лет #ДеньЧувашскогоЯзыка