«И.Я.Яковлев мăнукĕсем» урок-вăйă

«И.Я.Яковлев мăнукĕсем» урок-вăйă

Пирěн шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртет. Эрнелĕхе чăвашсене çутта кăлараканне – Иван Яковлевич Яковлева халалланă. Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăваш чěлхипе литература вěрентекен Емельянова Г.Г. ертсе пынипе 5-6 класра вĕренекенсем «И.Я.Яковлев мăнукĕсем» урок-вăйă ирттерчěç.

Чи малтанах Аслă вĕрентекенěмěр кун-çулне тишкертěмěр. Унăн ăса вěрентекен хайлавĕсемпе вылянусем туса илтěмěр. Уçă сывлăшра чăваш ачисен вăййисене ирттертĕмĕр. Вěренекенсем питě хастар та кăмăллă пулчěç.
#МБОУЯрабайкасинскаяСОШ
#МинобразованияЧувашии
#ЗахаровМинобразования21