ПĒТĒМ ЧӐВАШ ДИКТАНЧĒ– 2024

ПĒТĒМ ЧӐВАШ ДИКТАНЧĒ– 2024

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне, Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне тата Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци иртрĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Акцие пирěн шкул ачисемпе вěрентекенсем те хастар хутшăнчěç, тăван чăваш чěлхине аван пěлнине çирěплетрěç.