Чăваш литературин классикĕ, кăвар чĕреллĕ те кăвар чĕлхеллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине кăçал анлăн паллă тăватпăр. Ярапайкассинчи вăтам шкул ачисем те сăвăçăн çавра çулне уявларĕç. 9 класс ачисем «Кăвар чĕре» викторинăна хутшăнчĕç, Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă ыйтусене хуравларĕç. «Çĕнтерÿçĕсем» ушкăн (ертÿçи – Александров Е.), чăн та, çĕнтерÿçĕ пулчĕ, чи нумай балл пухрĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене «Чăваш ачисем» ушкăнпа (ертÿçи – Михайлова Е.) «Чăвашсем» ушкăн (ертÿçи – Потянова Э.) йышăнчĕç. «Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ тавра» интернет викторина та ачасемшĕн кăсăклă пулчĕ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Ярабайкасинская средняя общеобразовательная школа" Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул
