Паян, раштавăн 19-мěшěнче, Муркаш муниципаллă округ
администрацийěн çуртěнче чăваш чěлхипе литератури вěрентекенсен методика
пěрлешěвěн семинарě иртрě. Семинар теми: «Çеçпěл Мишши пурнăçěпе пултарулăхне
шкулта вěрентмелли çул-йěр». Чӳкěн 16-мěшěнче кăвар чěреллě поэтăмăр 125 çул
тултарнине паллă турăмăр. Сăвăç Канаш районěнчи Çеçпěл (Касаккаси Шěкěр) ялěнче
çуралнă. Кěркуннехи каникул вăхăтěнче Муркаш вěрентекенěсем çак яла çитсе
курчěç. Кунти Çеçпěл Мишши ячěллě музейра поэт пурнăçěн саманчěсене туллин тишкерчěç
, вăл çуралнă çурт вырăнне пырса пуç тайрěç. Юратнă сăвăç пирěн асран нихăçан
та тухмě. Çак шухăш семинарта та тěпре пулчě. Пирěн шкул вěрентекенěсем те
хастар пулчěç семинарта. Мероприятие йěркелекен А.Г. Димитриева вěрентекен
Çеçпěл Мишши пултарулăхне культурăсен çыхăнăвě урлă вěрентмелли мелсем пирки
каласа пачě. Г.Г.Емельянова шкул театрěсем валли çырса хатěрленě инсценировкăпа
паллаштарчě.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Ярабайкасинская средняя общеобразовательная школа" Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих