2026 çулхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Муркаш муниципаллă округĕн А. Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Сăмах хăвачĕ» сăвă вулакансен 4-мĕш фестиваль-конкурсě иртрě. Унăн тěллевě - чăваш чĕлхипе литература предмечĕсен пĕлтерĕшне ӳстересси, тăван сăмахлăх пуянлăхне уçса парасси.
Фестиваль-конкурса Муркаш муниципаллă округĕн пĕтĕмĕшле тĕп, вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенчи вĕренекенсем хутшăнчěç.
Фестиваль-конкурс секцийĕсем çаксем пулчěç:
1) «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» - Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай сăввисене вуласси;
2) «Муркаш сасси» - Муркаш районĕнче çуралнă поэтсен хайлавĕсене каласси е Муркаш районне, халăхне, паллă çыннисене халалланă сăвва вуласси.
Пирěн шкулта вěренекен кĕçĕн ӳсĕмри ачасем çак фестиваль-конкурсра хастар пулчěç. Виççěмěш класра тăрăшакан Жукова Есения, Сорокин Александр, Замятин Руслан 3-мěш вырăнсене тивěçрěç, Петрова Аделина 1-мěш вырăн йышăнма пултарчě. Пушков Николайпа Паргеева Анастасия (4 класс) хутшăннине çирěплетекен сертификатсене илчěç. Çěнтерӳçěсене Грамотасемпе парнесем парса чысларěç. Саламлатпăр маттур
вěренекенсене!
Ачасене фестивале хатěрленме класс ертӳçисем Л.А. Ядыкова, Р.В. Сорокина тата ашшě-амăшě пулăшрěç.