ИНТЕРНЕТ - ОЛИМПИАДА

ИНТЕРНЕТ - ОЛИМПИАДА



«Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл – тăван чĕлхе.
Унта Тăван çĕр-шыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн Тăван çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене», - тенĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă академик Г.Н.Волков.
2026-мĕш çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе Интернет олимпиада ирттерчě. Олимпиадăна пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 5-мĕш–11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем хутшăнчěç. Олимпиада ачасем миçемĕш класра вĕреннине кура виçĕ категорипе иртрě.
Пирěн шкул ачисем те çак олимпиада ыйтăвěсене хуравлама кăмăл турěç. Çиччěмěш класра вěренекен Горшкова Анна, Орлова Валерия, вуннăмěш класра пěлӳ илекен Александров Егор, Горшков Артемий тата Михайлова Екатерина призёрсен йышне кěме пултарчěç. Улттăмěшсем те хастар пулчěç: Александрова Настя тата Пушкова Анжела сертификатсене тивěçрěç. Олимпиадăна хатěрлекен А.Г.Димитриева, Г.Г.Емельянова вěрентекенсене тав тăватпăр.

Пурне те саламлатпăр тата яланах тăрăшуллă пулма сунатпăр!