Тăван чĕлхе - атте-анне чĕлхи

Тăван чĕлхе - атте-анне чĕлхи


 

Тăван чĕлхе кашни çыншăн иксĕлми пуянлăх. Тăван чĕлхе пире несĕлсен йăли-йĕркипе, халăх культурипе паллашма, унăн историне упрама пулăшать. Çак шухăша тĕпе хурса пирĕн шкул вĕрентекенĕ Алевтина Геннадьевна Димитриева «Чăваш Ен» наци телевиденийĕн Тăван чĕлхе кунне халалланă передачинче тухса калаçрĕ. Вăл вĕренекенсене чăваш чĕлхин тĕнчипе кăсăклантарма усă куракан мелсем çинчен каласа пачĕ, чăвашла кĕнекесем вуламаллине палăртрĕ, тухăçлă ĕç результачĕпе паллаштарчĕ. Тăван чĕлхепе литература вĕрентнĕ чухне халăх историне ачасемпе пĕрле тишкерни çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла.
Тăван чĕлхе кунĕнче шкул ачисем тĕрлĕ çĕнĕлĕхсемпе паллашаççĕ. Тĕслĕхрен, 5 класс ачисем спилс-карттăпа ĕçлеме хăнăхрĕç, Чăваш Енри тăрăхсен, хуласен шутне палăртрĕç, кÿршĕллĕ пурăнакан халăхсем çинчен пĕлчĕç. 10 классем вара куçарупа ĕçлерĕç, пуплев пайĕсене, халăх сăмахлăхне аса илчĕç. Вĕсем «Тăван чĕлхе, эс чи хакли» вăйăра хутшăнчĕç. Егор Александров çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
Тăван чĕлхе кунне хастар хутшăннă ачасене саламлатпăр! Атте-анне чĕлхине нихăçан та ан манăр!