Чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхепе культурăна аталантарас тĕллевпе кашни çулах А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕнче «Чăваш ачи чăвашах» фестиваль иртет. Кăçал вара Раççей Федерацийĕн Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă республика шайĕнчи фестиваль ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче 10-мĕш хут иртрĕ. Çак уява пирĕн шкул вĕренекенĕсем те, вĕрентекенĕсем те яланах хастар хутшăнаççĕ.
«Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртура Сапожникова Ольга Олеговна тата Фадеева Ольга Геннадьевна математикăпа музыка урокне чăвашла ирттерчĕç, 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. «Сар каччăпа сарă хĕр» ăмăртура 7 класри Жуков Арсенипе Горшкова Анна (ертÿçи – Емельянова Г.Г.) чăваш культурипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç, 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕç.
«Тăван кил-йышран хакли çук, тăван чĕлхерен асли çук» çавра сĕтеле вара Димитриева Алевтина Геннадьевна тата Емельянова Галина Геннадьевна хутшăнчĕç, ачасене чăваш халăх историне вĕрентмелли мелсем тата шкулта театр ăсталăхне аталантармалли çул-йĕр çинчен каласа пачĕç.
Пултаруллă вĕрентекенсемпе вĕренекенсене чунтан саламлатпăр, ăнăçусем сунатпăр!
