"ПĒТĒМ ЧĀВАШ ДИКТАНЧĒ" АКЦИ

"ПĒТĒМ ЧĀВАШ ДИКТАНЧĒ" АКЦИ



Кашни çулах Чăваш чĕлхи эрнинче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртет. Кăçал ăна Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. И.Г. Мешаков ячĕллĕ Ярапайкассинчи вăтам шкул вĕренекенĕсем тата вĕрентекенĕсем ку акцие яланах хастар хутшăнаççĕ. Паян та вĕсем Димитриева А.Г. вĕрентекен вуланă диктанта «5» паллăлăх çырма тăрăшрĕç.
Александрова М.А., Горшкова А.А., Емельянова Г.Г., Родионова В.М., Сапожникова О.О., Сорокина Р.В. вĕрентекенсем, Александров Егор, Михайлова Екатерина, Петрова Анастасия вĕренекенсем чăвашсем туслă халăх пулнине уçса паракан диктанта пĕр йăнăшсăр çырчĕç.
Акцие хутшăннă пултаруллă ачасене те, учительсене те чунтан тав тăватпăр!


#Пēтēмчãвашдиктанчē