Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă Чăваш чĕлхи эрнинче И.Г. Мешаков ячĕллĕ Ярапайкассинчи вăтам шкул ачисем тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттерчĕç. 5 классем "Халăхĕ нумай - шухăшĕ пĕрре" вăйăра тĕрлĕ халăхсен ваттисен сăмахĕсене танлаштарчĕç, пĕр пеклĕхне шырарĕç. Улттăмěшсем «Асамлă чăваш тěнчи» ăмăртура тупăшрěç. Мěн? Ӑçта? Хăçан?» брейн-рингра 7 класра вěренекенсем чăвашлăхпа çыхăннă самантсене тишкерчěç. Аслă классенче ăс пухакансем «Чăвашлăха упрар ěмěрех» тавра пěлӳ сехетне рттерме хутшăнчěç. Унсăр пуçне, 5 классем "Раççейри халăхсем" сĕтел çи вăййинче мала тухма тăрăшрĕç, халăхсене тум тăрăх тишкерчĕç. 10 классем "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" акцире астар пулчĕç, Александров Егорпа Михайлова Екатерина диктанта пĕр йăнăшсăр çырчĕç. Вĕсем "Чăвашлăх тĕнчи" ăмăртура та лайăх енчен палăрма пултарчĕç. Контактри "Муркаш асси" ушкăн ирттернĕ "Эп - чăваш" ăс-тăн ăмăртăвĕнче те пирĕн шкул ачисем призёрсем пулса тăчĕç.
Чăваш чĕлхи эрнине Димитриева А.Г. тата Емельянова Г.Г. вĕрентекенсем йĕркелерĕç.